Ҫу пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене «Раҫҫей-Культура» телеканал валли Питӗрти телекуравҫӑсем «Письма из провинции» ярӑмри кӑларӑм валли ӳкерме килнӗ.
Провинцире пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан документлӑ тата публицистикӑлла фильмӗсенче хӑйсен йӑли-йӗркине, чӗлхине тытса пыракансемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑларӑма хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, передачӑсенчи сӑнарсем — хӑйсен тӑрӑхне чӑннипех юратакан ҫынсем.
Паян 13 сехет те 10 минутра пирӗн тӑрӑхра ӳкернисене кӑтартнӑ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Георгий Фомиряков художник-этнофутурист, Василий (Паскье) игумен, авалхи йӑласене упракан Радомир (Александр Попов), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкул 1961 ҫулта ҫуннине хай куҫпе курнӑ Аркадий Гаврилов, хӑйӑр анимацийӗн художникӗ Вероника Кузьмина пулнӑ.
Кӑҫал кӗрхисене пирӗн республикӑра 100 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Эрнекуна илсен, 91,1 пин гектарӗ валли ҫӗре сухаласа хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Процентпа пӑхсан, ку вӑл 91,1 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫ кӑтартӑвне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви иртнӗ ҫулхипе те танлаштарса кӑтартнӑ: ҫулталӑк каялла планпа пӑхнин 82,5 процентне хатӗрленӗ пулнӑ.
Вырма хуҫалӑхсенче вӗҫленсе пырать. Маларах асӑннӑ министерство район администрацийӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, хуҫалӑхсемпе фермерсем тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 98,4 процент ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Кунта куккуруса кӗртмен. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ӑна симӗс апатлӑх кӑна мар, тӗшӗлеме те ӳстереҫҫӗ.
Тыр-пула Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче вырса пӗтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Ӑна кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫсемпе ҫапӑҫнӑ Иван Торин тивӗҫнӗ.
Иван Тимофеевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. 1943 ҫулта вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ. Киева ирӗке кӑларнӑ чухне Иван Тимофеевич вӑйлӑ аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна суранӗсене пула демобилизациленӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче ӑс пухнӑ. Унтан лесникре ӗҫленӗ. Каярахпа вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ.
1968 ҫулта парти путевкипе «Химпрома» ӗҫлеме килнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва вӑл 70 ҫулта тухнӑ. Халӗ Иван Тимофеевич шкулта вӗренекенсемпе час-часах тӗл пулать, общество ӗҫне хастар хутшӑнать. Нумаях пулмасть ветеран 91 ҫул тултарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.
Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.
Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Енри фермерсен республикӑри канашлӑвне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак эрнере Шӑмӑршӑ ялӗнче иртнӗ.
Сӗнтӗрвӑррисем пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе, хӑна юррисемпех кӗтсе илнӗ. Аякран ҫитекенсене ҫапла хапӑллаканни — асӑннӑ тӑрӑхри «Ахаяс» фольклор ушкӑнӗ.
Хӑнасене вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене илсе кайса кӑтартнӑ. Юрӑ-ташӑ ӑстисене Г.М. Егорова фермер хуҫалӑхӗ, сӑмахран, самай тӗлӗнтернӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ҫитнӗ-ҫитнех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи культура ӗҫченӗсем вӑл енчисен культура пурнӑҫӗпе те паллашнӑ, вӗсен опычӗпе кӑсӑкланнӑ май унтисенчен мӗн вӗренме май килнине ӑша илме, асра хӑварма тӑрӑшнӑ. «Ҫӳрени харама каймарӗ», — теҫҫӗ «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хӗрӗнкӗ пуҫпа урапана хускатса ҫула тухма хӑраманнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫырнӑ.
Эрех сыпкаланӑ пуҫлӑха ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ патне ҫул пӑрӑннӑ вырӑнта тытса чарнӑ пулать. Ку пӑтӑрмах чӑнахах та пулнине «Антидилер» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫине Альберт Ильина Шалти ӗҫсен министерствин Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ҫирӗплетсе панӑ иккен.
Руль умне ӳсӗрле ларма хӑраман хӗрарӑм тӳре-шара ӗҫне мировой судсенчен пӗринче пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тумалла.
Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ.
Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра.
Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла.
Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче пысӑк инкек пулнӑранпа 55 ҫул ҫитет. Ҫав кун шкулти пушарта 110 ҫын вилнӗ. Кивӗ шкул вырӑнӗнче халӗ палӑк ларать. Унтах асӑну комплексӗ хута ярасшӑн.
Аркадий Гаврилов 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкулта Октябрь революцийӗн уявӗпе концерт ирттерме палӑртнине лайӑх астӑвать. Вӑл ун чухне 6-мӗш класра вӗреннӗ. Концерт вӑхӑтӗнче физика учителӗ электродвигатель юсанӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран ҫулӑм тухнӑ, вӑл ачасем пуҫтарӑннӑ акт залне палкаса кӗнӗ.
Урама тухмашкӑн пӗр чӳрече ҫеҫ пулнӑ. Ыттисене партӑсемпе хупланӑ. Аслӑраххисем ҫӑлӑннӑ. 100 ытла ҫемье хурлӑх тӳснӗ. 7 ҫемье пачах ачасӑр тӑрса юлнӑ.
Истори учителӗ Полина Иванова инкек пирки кӗнеке ҫырнӑ. Халӗ ял халӑхӗ асӑну комплексӗ уҫасшӑн. Вӑл 12 миллион тенке кайса ларӗ. Укҫа-тенке пухма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |